Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе яла ӗҫлеме каякансене ытларах тӳлеме пуҫлӗҫ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ.
Земство тухтӑрӗсене маларах 1 миллион тенкӗ, фельдшерӗсене ҫур миллион тенкӗ паратчӗҫ. Ӳлӗмрен тухтӑрсене 1,5 миллион тенкӗ пама тытӑнасшӑн, фельдшерсене — 750 пин тенкӗ. Ку укҫа аякри, ҫитме йывӑр ялсене ӗҫлеме вырнаҫнисене лекӗ. Ун пек территорисене палӑртассипе халӗ ӗҫлеҫҫӗ.
«Земство тухтӑрӗ» программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн 471 килӗшӳ тунӑ, фельдшерсемпе — 63. Юлашкинчен каланисенчен 30-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене ӗҫе вырнаҫнӑ, 33-шӗ — васкавлӑ медицина пулӑшӑвне.
Маларах асӑннӑ программӑпа Канаш, Патӑрьел, Шупашкар районӗсене ытларах суйлаҫҫӗ.
«Россельхозбанк» акционерсен обществин Чӑваш Енри филиалӗ ялти ипотекӑпа усӑ курас кӑмӑллӑ пӗрремӗш ҫемьене кивҫен укҫа панӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан Таймаскинсен ҫамрӑк ҫемйи илнӗ. Вӗсем кредитпа ҫӗр тата пӳрт туяннӑ та ӗнтӗ.
«Ял ипотеки программа пирки илтсенех эпир тӑван поселокра ҫурт туянас терӗмӗр. Пирӗн икӗ хӗр. Вӗсене ялти пӳртре лайӑхрах пулӗ. Выляма та ача-пӑча валли вырӑн ытларах. Ҫӗр ҫинче вара теплица вырнаҫтарасшӑн», – хавхаланса калаҫнӑ кил хуҫи Даниил Таймаскин.
«Ял ипотеки» программӑпа кредита 25 ҫул таран илме пулать. Унӑн виҫи тӗрлӗрен. Ӑна 100 пин тенкӗрен пуҫласа 3 миллион тенкӗ таран параҫҫӗ. Алӑра кирлӗ суммӑн 10 процентӗнчен кая мар пулмалла.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ витӗр иртекен М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинчи ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫула юсани пирки «Волго-Вятскоупрдор» предприятин пресс-службинче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӑтсӑр ҫав каҫӑ пӗлтӗр, чӑн та, илемленсе йӗркене кӗчӗ.
Тӗплӗн юсанӑ вӑхӑтра урайне тата стенана плитка сарчӗҫ, картлашкасене йӗркене кӗртнӗччӗ. Урапапа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫӗнетнӗ каҫӑ илемленсе хӑтлӑланчӗ. Анчах... унтс ҫурхи шыв тулать. Ҫакӑн пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта ҫавна ҫирӗплетекен видео вырнаҫтарнӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ енне ӳкернӗ иккен. Картлашка тӑрӑх шыв, чӑн та, шарлаттарса юхать.
Халь ҫывӑрма кӑна выртас тенӗччӗ — ман пата кӳршӗн ывӑлӗ, тӗрмере ларса тухнӑскер килсе кӗчӗ. Ман килхушшинче (хапхана питӗрместӗп-ха та) пирус туртса тӑрать. Унӑн амӑшӗ ҫине заявлени ҫырни пирки мана хӑратма пуҫларӗ. «Сан пӗтӗм ҫемйӳне тӗп тӑвӑп!» — тесе хӑмсарма пуҫласан, юрать-ха пӳрте кӗрсе тартӑм, алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрсе илме ӗлкӗртӗм. Унччен маларах вӑл мана ҫак пирӗн урамри ҫурхи шывшӑнах вӑйлӑ хӗненӗччӗ, анчах эп вӑл вӑхӑтра ун ҫине заявлени ҫырмарӑм. Шеллерӗм (кайран ҫавах тӗрмене мансӑрах ӑсанчӗ-ха).
Ман пуҫра халь пӗр ыйту кӑна: халь ҫак кӳршӗрен ман хӑраса пурӑнмалла-и? Ялан хапхапа пӳрт алӑккине питӗрсе пурӑнмалла-и? Унпа эп вӑй виҫейместӗп — ун чухлӗ ман вӑй ҫук. Ку ҫемье вара хӗнеме ҫеҫ мар, пӳрт-ҫурта та ҫунтарса яма пултараканскерсем…
Ҫак лару-тӑрӑвӑн пӗтӗм айӑпӗ вара — Лапсар ял тӑрӑхӗн администраципе Шупашкар районӗн администрацийӗнче. Вӗсем ҫак ҫурхи шыв ыйтӑвне татса парас теменнипе ҫак хирӗҫӳ — ниме тӑман ҫурхи шыв ыйтӑвӗ — ҫын вӗлернипе те вӗҫленме пултарать.
ХК: Полицине чӗнсе илтӗм-ха, вӗсем эпӗ каласа панине ҫырса илчӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑмӑр ҫыннисен ыйтӑвӗсене «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче уҫӑмлатнине пӗлтернӗччӗ. Ку вӑл, аса илтерер, эрнекун пулнӑччӗ. Онлайн-калаҫу пӗр сехете тӑсӑлнӑччӗ.
Тӳре эфирта ыйту паракансем Китай укҫи-тенкипе Чӑвашра савут тӑвас пирки те сӑмах хускатнӑ. Ку проекта хирӗҫ пулнӑран пӗлтӗр Муркаш, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче пурӑнакансем хытах шавланӑччӗ. Ҫавӑнпах та ӗнтӗ савута тумалли вырӑна пӗр районтан тепӗр ҫӗре куҫарчӗҫ. Анчах ниҫта та халӑх хапӑл тунине палӑртмарӗ.
Олег Николаев савута тӑвас ыйтӑва татса париччен халӑх шухӑшне шута илме шантарнӑ.
«Пӗр енчен, инвестици хывни аван пек, ҫав вӑхӑтрах инвестици проекчӗсене кирлӗ пек йӗркелемесӗр, халӑхпа анлӑн сӳтсе явмасӑр пурнӑҫлани нумай ыйту, сӑмах-юмах ҫуратать», — тенӗ вӑл.
Олег Николаев проектпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва тишкерме шантарнӑ, кайран ҫеҫ вӑл е ку йышӑнӑва тума пулать тенӗ.
Олег Алексеевич кӑларнӑ тӑрӑх, проект республикӑшӑн усӑллӑ пулсан ҫеҫ ӑна пурнӑҫа кӗртме юранине каланӑ. Ҫав вӑхӑтрах халӑх шухӑшне шута илӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова паян кӗреҫепе тата пуртӑпа кӳрши тапӑннӑ. Хайхи тӗп редакторӑн телефонӗ шар курнӑ, тата унӑн урине ыраттарнӑ.
Сӑлтавӗ вара — ҫурхи шыв.
Ҫав ҫурхи шывшӑнах Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӑн ҫак ӑнман кӳршӗ майлӑ пулса ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те район администрацийӗ те унӑн ӗмӗр-ӗмӗр усӑ курнӑ пахчине туртса илесшӗн. Туртса илсе ӗнтӗ ҫурхи шыва юхтарасшӑн.
«Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пирки» саккун тӑрӑх (2018 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче кӗртнӗ улшӑну хыҫҫӑн) ялти ҫурхи шыв юхӑмне йӗркелесси вырӑнти ял тӑрӑх администрацийӗн тивӗҫӗ пулса тӑрать. Анчах та Лапсар ял тӑрӑхӗн тӳри-шарисен шучӗпе Лапсар ялӗнчи Комсомольски урамӗнче ку ӗҫе Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников тата унӑн кил-йышӗ тумалла иккен.
«Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ҫулсерен конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта 11 номинацие тӗрлӗ чӗлхеллӗ 299 ӗҫ тӑратнӑ», — тесе пӗлтернӗ Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкул вӗрентекенӗ Алина Николаева «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче.
«Несӗлсен чӗлхине вӗрентекен» конкурса «Хӑй ҫырнӑ сӑвӑ» («Авторский стих») номинацие чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Михайловна та хутшӑннӑ. А.М. Николаева хӑй ҫырнӑ «Чӑвашлах пуплесчӗ» сӑввипе тутар, дагестан, ингуш, калмӑк, чечен тата ытти чӗлхесемлӗ сӑвӑсем хушшинче 1 вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Конкурса хутшӑнма пулӑшнӑшӑн вӑл Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсен канашӗн ертӳҫине Евгений Майкова тата Виктор Чугарова тав самахӗ калать.
Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкулта 8-мӗш «а» тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстипе Геннадий Иванов-Орковпа тӗл пулнӑ.
Ачасене асӑннӑ район центрӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музее йыхравланӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Хӑйӗн ӗҫне юратса, чунтан тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлакан Геннадий Иванов-Орков искусствовед ӳнере халалланӑ сахал мар кӗнеке пичетленӗ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашский мир Терентия Дверенина» кӗнеке-альбом. 100 ҫултан каҫнӑ ҫав паллӑ ӑста нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Геннадий Иванов-Орков ӑна халалласа икӗ хут та кӗнеке пичетленӗ. Маларах — 2009 ҫулта. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫав ӗҫе ҫӗнетсе пичетленӗ.
Сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем уя тислӗк пырса тӑкнӑшӑн полицие ҫӑхавланӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗсленӗ те ҫакна палӑртнӑ: 65 ытла гектара Муркаш районӗн ҫынни 49 ҫуллӑха тара илнӗ, унта «Юрма» агрохолдинг тислӗк пырса тӑкнӑ.
Тара илекен арҫын административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май Россельхознадзорӑн специалисчӗсем ҫӗр лаптӑкне тӗрӗслӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Шорчекасси, Шемшер ялӗсенче пурӑнакансем те тислӗк шӑрши кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |